Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрмар районӗ

Культура

Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн.

Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ.

Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

 

Статистика

Чӑваш Енре ӗҫсӗр 5 016 ҫынна регистрациленӗ. Ку ӗҫлекеннисемпе танлаштарсан — 0,77 процент. Кун пирки ЧР патшалах ӗҫлев службин официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

Муркаш районӗнче ӗҫ вырӑнне тупайманнисен йышӗ чи пӗчӗкки — 0,23 процент. Ҫӗрпӳ районӗнче вара — 0,32%, Етӗрне районӗнче — 0,35%, Елчӗк районӗнче — 0,41%, Вӑрмар районӗнче — 0,42%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,43%. Чӑваш Енри организацисенче тулли мар кун ӗҫлекенсем — 14 751 ҫын. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем 2 231 ҫын валли пушӑ вакансисем пурри пирки пӗлтернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Республика шайӗнче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула тата ял тӑрӑхӗсем ҫулталӑкӗпех «Чи хӑтлӑ тӑрӑх» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Халӗ ҫӗнтерӳҫӗсем раҫҫей шайӗнче тупӑшма пултарӗҫ.

Пӗтӗмпе 11 заявка пулнӑ. Пӗрремӗш категорире 2-ӗн пулнӑ, унта Вӑрнар ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш категорире 3-ӗн хутшӑннӑ, 1-мӗш вырӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ. Тӑваттӑмӗш категорире хутшӑнакан нумайрах пулнӑ. Чи маттурри ятне Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗ илнӗ.

Конкурсҫӑсем ҫулталӑкӗпех тӑрӑшнӑ. Комисси ял е хула тӑрӑхӗнче тӗллевлӗ программӑсем мӗнле пурнӑҫланнине, строительство мӗнле пынине, пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене пӗтернине, тавралӑха мӗнле илемлетнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсем хушшинче 1 миллион тенкӗ пайлӗҫ.

 

Спорт

Тӑвай районӗнче самбо енӗпе ӑсталӑха тин ҫеҫ туптама тытӑннисен «Пӗрремӗш чӗкеҫ» ятпа ӑмӑрту иртнӗ. Унта вырӑнти кӗрешӳҫӗсемсӗр пуҫне Канаш хулинчи тата Вӑрмар районӗнчи ачасем пырса ҫитнӗ.

27 килограма ҫитичченхисем хушшинче Вӑрмарти Даниил Петров пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Григорьев, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӑвайӗнчи Виталий Иванов. 34 килограма ҫитейменнисенчен Вӑрмарти Радий Туймуков, 38 килограмчченхисенчен Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑшри Даниил Крылов, 50 килограмчченхисенчен Тӑвайӗнчи Игорь Табаков пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Хӗрачасенчен Вӑрмарти Наталья Кириллова ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑна Тӑвайӗнчи Яна Кузьмина ҫӗнсе илнӗ.

Сӑнсем (15)

 

Республикӑра

Ӗнертенпе пирӗн республикӑра тава тивӗҫлисен йышӗ хутшӑннӑ. Ҫӗршыв тата республика шайӗнчи наградӑна тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансем пур. Вӗсене чыслама хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫӗнче ҫитӗнӳ уйрӑмах тунисене асӑнса хӑварнӑ. Акӑ, сӑмахран, Президентӑн пепкелӗх центрӗн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаскӑна илес тӗк, вӑл — амӑшӗсемпе ачисене виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ кӳрес ӗҫе республикӑра йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри. Е тата Йӗпреҫри район пульницин хирургӗ Юрий Андреев — тӗрлӗ операцин тӗлӗнмелле технологийӗсен 10 патент авторӗ. Комсомольски районӗнчи Александровкӑри шкул вӗрентекенӗ Сергей Антонов вара ачасене Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑсем валли хатӗрлесе ҫӗнтерӳҫӗсем ӳстерет.

Чыс-хисепе тивӗҫҫисем чылаййӑн пулнӑ. Маларах асӑннӑ Татьяна Дерипаско «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫак орден медалӗ «Брындинсен типографийӗ» директорне Анатолий Брындина тивӗҫнӗ. Республикӑри кардиологи диспансерӗн тӗп врачне Татьяна Мизурована «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Малалла...

 

Хулара

Ҫак кунсенче Вӑрмарти тӗп тӳремре 13 метр вӑрӑмӑш чӑрӑш вырнаҫтарнӑ. Ку ӗҫе Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем тунӑ тесе пӗлтерет вӗсен официаллӑ сайчӗ. Уйрӑмах тав сӑмахӗсене «Вӑрмар» КХЯ (КСО) АХО, «Шывпӑрӑхӗ» ТМЯП, Михайлов Александр Николаевич усламҫа каланӑ — посёлокӑн тӗп тӳремне чӑрӑш вӗсем пулӑшнипе ҫитнӗ иккен.

Ҫӗнӗ Ҫул уявӗ умӗн ҫуртсене капӑрлатасси пуҫланать — хайхи Вӑрмар районӗнче ҫак ӗҫе тӗрлӗ предприятисемпе хуҫалӑхсем пуҫӑннӑ та имӗш. «Вӑрмар улшӑнса пынине кунран кун сӑнама пулать», — тесе пӗлтереҫҫӗ хула тӑрӑхӗн администрацийӗнче.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.

Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ку инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнче пулса иртнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ кунхи ачине вӗри мунчара ҫӑвӑнтарнӑ-мӗн. Кайран, тепӗр кун ирхине, тӗпренчӗке япӑх пулса кайнӑ. Ҫавна кура ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Ҫӑлса хӑварас тесе мӗнпур тухтӑрсем ҫине тӑнӑ пулин ачана ҫӑлса хӑварма май килмен», — тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ Олег Дмитриев. Пуҫ миминче юн ҫаврӑнӑшӗ япӑхланса кайнипе пӗчӗкскер вилет.

Ача ҫут тӗнчерен уйрӑлнишӗн амӑшӗ айӑплӑ тесе палӑртнӑ тӗпчевҫӗсем. Ун тӗлӗшпе асӑрханмасӑр ҫынна вӗлернӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда ярса панӑ.

 

Экономика

Ҫапла хыпарлать Чӑваш Республикин информполитика министерстви. 2008–2012 ҫулсем хушшинче министерствӑна пӑхӑнакан кӑларӑмсен пӗтӗмӗшле тиражӗ чакман кӑна мар, ӳснӗ те — 2008 ҫулта 141,7 пинпе танлашнӑ пулсан, тепӗр 4 ҫултан вӑл 148,7 пине ҫитнӗ иккен.

Министр ҫумӗ Любовь Шемарина уйрӑммӑн Вӑрмар районӗн хаҫатне — «Хӗрлӗ ялава» — асӑннӑ, 2013 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗнче вӑл хӑйӗн тиражне 5,8% ӳстерме пултарнӑ имӗш. Елчӗк, Йӗпреҫ, Канаш, Каҫал, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмаршӑ, Шупашкар тӑрӑхӗсенчи хаҫатсен те вулакансен йышӗ нумайланнӑ.

Каласа хӑварас пулать, паян почта уйрӑмӗсенче ҫырӑнтару енӗпе ҫӑмӑллӑх паракан тапхӑрӑн вӗҫленекен кунӗ — хыпалансан 20% йӳнӗрех хакпа ҫыранма майсем пур.

 

Ӗнер пирӗн республикӑра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш Катек ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче тӑр кӑнтӑрла пысӑк инкек пулнӑ.

Шупашкартан Вӑрмар районне хӗр илме каякан машина йӗпе асфальт ҫинче вылянса кайса хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл Белоруҫран килекен «Скания» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура хӑй те кювета чӑмнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкмен. Хӗре лартма каякан 6 машинӑллӑ кортежран пӗринчи, малта пыракан «БМВ» маркӑллӑ машина ҫинчи 22-25 ҫулти виҫӗ каччӑран пӗри те. Ҫав шутра авланма шут тытни те, чӗрӗ юлайман. «Инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-сужбин хыпарӗнче.

 

Страницӑсем: 1 ... 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, [48], 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 14

1893
132
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
124
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
102
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
101
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
39
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
29
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын